Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетрен тухнӑ — «Планетӑпа чӗре».
Ку кӑларӑма чӑваш сӑвӑҫин тӗрлӗ вахӑтра ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ, ҫав шутра «Ҫуралман ача сасси» поэма та пур. Кӗнекен умсӑмахне Георгий Фёдоров профессор ҫырнӑ, унта вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тӗплӗн тишкерсе панӑ. «Планетӑпа чӗре» вӗҫӗнче Николай Ишентейпе иртнӗ калаҫӑва та вырнаҫтарнӑ — вулавҫӑ авторӑн пурнӑҫӗпе те, пултарулӑхӗпе те, йӑпанӑҫӗсемпе те тӗплӗнрех паллашма пултарӗ.
Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
1971 ҫулта Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсассӑн совхозра инженерта, вӑтам сыпӑкри ертӳҫӗре ӗҫленӗ. Литературӑпа мӗн ачаранпах туслӑскер Чӑваш патшалӑх университечӗн культурӑпа филологи факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренсе ӑс-хакӑлне ӳстернӗ. Халӑх философине илемлӗх категорийӗ вырӑнне лартас ӑсталӑхӗ унӑн ытти хайлавӗсене те чӗрӗлӗх кӗртет, сӑнарлӑ шухӑшлавӗнче хӑйне евӗрлӗ йӗрке хуҫаланать. Николай Ишентей нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те. 1994 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ.