Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи пултаруллӑ ачасем (вӗсене хавхалантарса тӑракан педагогсем пурри пирки эпир иккӗленместпӗр) ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмахран, унти «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнине хыпарланӑччӗ.
Халӗ ачасем пластилинран чӑвашла мультфильм ӳкернӗ. Сӑнарсене пластилинран ачасем хӑйсем ӑсталанӑ. Аслисем мар. Шӑпӑрлансем. 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем. Пластилинран тӗрлӗ япалана вӗсем хаваслансах тунӑ. «Йӑнӑшсене куратпӑр. Тӳрлетӗпӗр. Ытла ҫирӗп ан хаклӑр, вӗренетпӗр ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.