Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Яндекс чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртес ӗҫ епле пулса пыни пирки каласа панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 11.02.2020 12:44 | 1579 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхине Яндекса.Тӑлмача кӗртес ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки Яндекс Хабрхабр халӑх тетелӗнче каласа панӑ. Куҫару пахалӑхне хальхи шая ҫитерес тесе вӗсем пирӗн чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тивӗҫтернӗ 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе ҫеҫ усӑ курман, пахалӑха лайӑхлатас ӗҫре ытти чылай меслет те кирлӗ пулнӑ.

Чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ валли Яндекс нейротетел системи ҫинче тӗпленекен хӑйсен системипе усӑ курнӑ. Анчах даннӑйсен йышӗ пӗчӗк пулнине кура (лайӑх пахалӑх валли 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлӗ) вӗсем ҫавӑн пекех пирӗн чӑваш чӗлхин тӑван ҫыхӑнӑвӗсемпе — азербайджан, пушкӑрт, тутар, казах, киргиз, турккӑ тата узбек чӗлхисенчи тӗслӗхсемпе — усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех каялла куҫармалли меслетпе те усӑ курнӑ: вырӑс тексчӗсен пысӑк та паха калӑпӑшне чӑвашла куҫарнӑ, ҫапла майпа вӗсем синтезлӑ мӑшӑрсем йӗркелеме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ятарлӑ меслетпе усӑ курса вӗсем йӑнӑш куҫарнӑ даннӑйсен ытларах пайӗнчен хӑтӑлма май ҫитернӗ.

Чӑваш чӗлхи халӗ веб-версире те, ҫавӑн пекех мобильлӗ хатӗрсенче те пур. Пирӗн лаборатори 250 пин пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе тивӗҫтернӗ. Анчах та ӗҫ вырӑнта тӑмасть, калӑпӑша пуянлатасси малалла пырать — хальхи вӑхӑтра пирӗн 280 пин мӑшӑр ытла шутланать.

Ҫавӑн пекех хамӑр енчен те тӗпчев ӗҫӗ малалла пулса пырӗ. Эпир ӑсталанӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмач та, куҫару пахалӑхне лайӑхлатма мӑшӑрсен йышне пухас тӗллевпе, малалла ӗҫлӗ.

#тӑлмач, #Яндекс, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #тӗнче тетелӗ, #ЧЧЛ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ҫимун // 4033.09.1509
2020.02.12 14:19
Пархатара тивĕҫлĕ ĕҫ! Кама тав тумалла? Ячĕсене пĕлесччĕ)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем