Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Олег Николаев пулӑшуҫӑсене ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 31.01.2020 18:14 | 1392 хут пӑхнӑ
Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.

Ҫапла йышӑнӑва вӑл ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян ирпе вырнаҫтарнӑ.

Тӳрех палӑртар: йышӑнусенче каланӑ тӑрӑх, пулӑшуҫӑсем Олег Николаев Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулӑшуҫӑ тивӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Контракта вӗсемпе шӑпах ҫав вӑхӑтлӑх алӑ пуснӑ.

Олег Николаева пулӑшакансем ҫаксем: Иван Даренков, Татьяна Михайлова, Иван Филиппов, Георгий Какабадзе.

Иван Филиппов, сӑмах май, пӗр эрне ытларах Михаил Игнатьев Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулса ӗлкӗрчӗ. Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.

#тӳре-шара, #йышӑнусем, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 05:08
Agabazar
Георгий Какабадзе текенскерне пустуй сĕтĕрсе килнĕ тесе мĕн чухлĕ вăрçреç Игнатьева леш <<оппозиционерсем>>.

Курăсăн, вăл Николаев вăхăтĕнче те çаплах ларать.
Кукша // 6186.4.8163
2020.02.01 10:44
Капла пулӑшуҫӑсемпе ҫӗн патша Республикӑна пылчӑкран кӑлараймасть. Неужели нормальнӑ помощниксем ҫук чӑвашра? Ох анчах! комеди!.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем