Чиркӳ палӑртакан пысӑк уявсем ҫитсен ытти чухне Турӑ саккунӗпе пурӑннипе пурӑнманнисем те чиркӗве талпӑнаҫҫӗ. Кӑшарнинче те ҫавах. Ҫулталӑкӗпе пухӑннӑ ҫылӑха пӗрре шыва чӑмса тухса тасатма пулать теҫҫӗ пулинех: ватти-вӗтти вакка чӑмса тухма талпӑнать. 21-мӗш ӗмӗрте тата ҫав саманта сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелне вырнаҫтарма май килни те паха пулӗ хӑшӗсемшӗн.
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем: тухтӑрсем те, Чӑваш Енӗн Граждан оборони тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министерстви те — ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать. Шыва кӗрес тесен вак ятарлӑ каснӑ вырӑнсене (пирӗн патра ун пеккисене 100-е яхӑн хатӗрлӗҫ) ҫеҫ кайма сӗнет. Унта йӗрке хуралҫисем, ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Салтӑнса тӑхӑнмалли тата ӑшӑнса илмелли вырӑнсем те пулӗҫ.