Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ канашлура Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳретес ыйтӑва хускатнӑ.
Канашлӑва яланхиллех Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Тунтикунхи планеркӑна пухӑннӑ тӳре-шара тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра ҫул-йе ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа, транспорт ыйтӑвӗпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.
Республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышши троллейбуссем килсе ҫитмеллине пӗлтернӗ. Транспорта Шупашкара раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе килесшӗн.
Троллейбуссем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ҫула тухас шанчӑк пур. Кунта сӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулине троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки пырать.