Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫунана ҫулла хатӗрле, ҫурт-йӗре хӗллене — халӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.09.2019 09:49 | 1736 хут пӑхнӑ
Республикӑра
http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=5656.tI8Q9vKI6jXzxT3K-StLhbGE4nQtlNo01pqJ_n8cvcIznV9c2Se4DjhtzWtKoIJIMv2D3zmj_Y_ajHvzzOv3Dw.e070ec18653c1fb0afae505b82a1bfaf7bea5225&uuid=&state=tid_Wvm4RM28ca
http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=5656.tI8Q9vKI6jXzxT3K-StLhbGE4nQtlNo01pqJ_n8cvcIznV9c2Se4DjhtzWtKoIJIMv2D3zmj_Y_ajHvzzOv3Dw.e070ec18653c1fb0afae505b82a1bfaf7bea5225&uuid=&state=tid_Wvm4RM28ca

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗ. Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен ларура Михаил Васильевич кӑҫал хӗллехи тапхӑр иртерех пуҫӑнма пултарасси пирки каланӑ.

«Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен социаллӑ объектсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсене ӑшӑ иртерех пама хатӗр пулмалла. Ахальлӗн ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе, ытти чирпе аптӑракансен шучӗ ӳссе кайӗ. Вӑл вара ҫемье хыснине пырса тивӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев.

Республикӑн Строймин ертӳҫи Алексей Грищенко ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗле мӗнпур объектӑн 98 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ.

12 муниципалитетра: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗр.

#Муркаш районӗ, #Красноармейски районӗ, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #Элтепер, #Строймин, #ҫурт-йӗр, #канашлусем, #Пӑрачкав районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Етӗрне районӗ, #Елчӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем