Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатолий Горшков пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.07.2012 12:54 | 1937 хут пӑхнӑ

«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Ермолаевич Горшков доцент пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.

Анатолий Ермолаевич Горшков 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вускасси ялӗнче хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1938 ҫулта Сӑпайкассинчи пуҫламӑш шкулта, унтан Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулсенче ӑс пухать. 1949 ҫулхи кӗркунне Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗрет. Аслӑ шкула хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче вӗрентӳпе педагогика литературин редакторӗнче ӗҫлет. 1954 ҫулта педагогика институчӗн аспирантурине вӗренме кӗрет. Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий Ермолаевич каллех издательствӑна таврӑнать, 1961-1965 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫлет.

1964 ҫулта тӗпчевҫӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑрать. 1965–1968 ҫулсенче — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Пичет управленийӗн ертӳҫи. 1968 ҫулта паллӑ, талантлӑ ӑсчах чӑваш чӗлхин аталанӑвне малалла тишкерес ӗмӗтпе Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи наука-тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫлет. Унта вӑй хунӑ вӑхӑтра А.Е.Горшков ӑслӑлӑх енӗпе 100 яхӑн статья пичетлет, кӗнекесем кӑларать. Унӑн «Мӗнле каласан тӗрӗс? Словарь-справочник» (1973), «Сӑмах пултӑр уҫӑмлӑ, шухӑш пултӑр витӗмле» (1980), «Чӑваш чӗлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури» (1997) монографисене вуламан ҫын ҫук-тӑр. А.Е.Горшков чӑваш чӗлхе вӗрентӗвӗнче пуҫласа «Чӑваш чӗлхин кӗске орфоэпи словарьне» тата «Чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне» ҫырса хатӗрлесе пичетлесе кӑларать. 1982 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарь» хатӗрлес ӗҫре те тӗпчевҫӗн тӳпи пысӑк.

Юлашки вӑхӑтра А.Е.Горшков «Чӑваш чӗлхи. Пуплев культури. Хӑнӑхтарусем», «Чӗлхе пӗлӗвӗн кӳртӗмӗ», «Чӑваш чӑлхипе вырӑс чӗлхин шайлаштаруллӑ грамматики», «Чӑваш чӗлхи, риторика тата пуплев этикечӗ», «Стилистика тата текстсен чӗлхине редакцилесси» ятлӑ вӗренӳ пособийӗсем ҫырса хатӗрлерӗ.

Паллӑ тӗпчевҫӗ 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2011 ҫулччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ.

А.Е.Горшковӑн ҫутӑ сӑнарӗ ӗмӗрлӗхех пирӗн чӗрере пулӗ.

#Вускасси, #Муркаш районӗ, #ҫухатусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем