Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ хастар ушкӑн кӑҫал Алтай тӑрӑхне ҫитсе килесшӗн.
Чунҫӳрев-2012 ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫланӗ. Маршрут: Шупашкар–Хусан–Ӗпхӳ–Курган–Омск–Барнаул–Горноалтайск — малалли ҫул каялла. Ҫӗр каҫма палӑртнӑ вырӑнсем: Пушкӑртстанра, Омск облаҫӗнче, Тутарстанри чӑваш ялӗсенче. Тутарстанри чӑваш ялӗсенче концерт та кӑтартма палӑртнӑ. Планласа хунипе Горноалтайскра вырӑнти халӑхӑн Эл-Ойын уявне хутшӑнмалла, хулара уҫӑлакан пӗрремӗш этнопаркра юпа лартмалла, така пусса чӳк тумалла, чӑвашла ятсем йышӑнмалла.
Чунҫӳревҫӗсен ҫулҫӳревӗ епле пынипе эсир http://bulgar.chuvash.org сайтра паллашма пултаратӑр — унта ятарлӑ кун кӗнеки ӗҫлӗ: курни-илтнипе хӑварттӑн паллашса тӑма май пулӗ.