Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче Шупашкар хула администрацийӗнчен пулӑшу кӗтсе илеймен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 25.05.2019 20:47 | 1385 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Никита Тӗнче паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шарана кӳреннӗ. Аса илтерер, ҫак эрнере вӑл Европӑна, тата тӗрӗсрех каласан, Финландине, велосипедпа тухса кайнӑ. Унпа пӗрле ҫула мӑшӑрӗ Анастасия тата ҫулталӑк та тултарман хӗрӗ Аяран тухнӑ.

Чӑваш Республикин ятне хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те ҫӗклесе ҫӳрекенскер Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшасса шанса пурӑннӑ. Кун пирки ӑна пӗлӗшӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче шантарнӑ-мӗн. Вӑл хула администрацийӗнчи тӳре-шарапа паллаштарма пулнӑ. Хула администрацийӗ ҫул ҫинче кирлӗ снаряженипе тата ытти хатӗрпе пулӑшма килӗшнӗ-мӗн.

Никита малтан Салаевӑпа ҫыхӑну тытнӑ, кайран лешӗ ӑна спортпа физкультура пайӗнчи Малов патне ӑсатнӑ. Маловӗ йышӑнӑва та чӗннӗ. Анчах сӑмахпа шантарнинчен ытла лав хускалман. Ҫапла вара Чӑваш Енри паллӑ велоҫӳревҫӗ ҫемйи пулӑшу кӗтсе илмесӗрех Хӗвеланӑҫ енне тухса кайнӑ. «Манӑн тӑван хулара ҫавӑн пек пуҫлӑхсем ӗҫленишӗн намӑс та. Тепӗр тесен вӗсемпе ӑнманнишӗн савӑнатӑп та», — тесе ҫырнӑ Никита Тӗнче тӗнче тетелӗнче.

#ҫулҫӳревҫӗсем, #Финлянди, #Шупашкар, #тӳре-шара, #халӑх ушкӑнӗсем, #велосипедсем, #пулӑшу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем