Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Паян Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Министрсен Кабинечӗ йӗркеленчӗ. Правительствӑна унчченхи президент Дмитрий Медведев ертсе пырӗ.
Малтанхи министрсенчен ҫурри тенӗ пек хӑйсен вырӑнӗсене упраса хӑварчӗҫ — хӑшӗ-пӗри валли ҫеҫ ҫӗнӗ правительствӑра вырӑн тупӑнман. Сӑмахран, энергетика ыйтӑвӗсемпе малашне Александр Новак ӗҫлӗ. Минздравсоцразвити министерствине икке пайланӑ хыҫҫӑн — малашне Ӗҫ министерствипе Сывлӑх сыхлав министерстви пулӗҫ — Татьяна Голикова валли вырӑн тупӑнман. Сывлӑх ыйтӑвӗсемпе Вероника Скворцова ӗҫлӗ, Ӗҫ министерствине Максим Топлин ертсе пырӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствине вара малашне Николай Фёдоров ертсе пырӗ — пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл унччен нумай ҫул хушши пирӗн республика президенчӗн ӗҫне туса пычӗ. Малашне вара пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ пулӗ.

ВКРсем аш валли - карта темиçе гектар тавралла ,лаша çинче ковбойсем тавра ,хлле выльх урамра - кунта Воронеж мар -сивёрех.. Сĕт-тпрч-çу-сыр ,çмарта-чх,сысна выгоднорах сутма.Карас пĕввисем тумалла Чехословакири пек, хур-квакал.. Лашан тухать -хурсене апат..