Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Кашни ҫулах Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫа халалласа литератара каҫне ирттереҫҫӗ. Ытти ҫул ачасем тӗрлӗ номинацире сӑвӑҫӑн сӑввисене вулатчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартатчӗҫ. Кӑҫал вара ку уява урӑхларах ирттерме шутланӑ. Уяв ятарласа Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хушшинче иртрӗ. Вӗрентекенсем Раиса Сарпин пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкернӗ доклачӗсене, хӑйсем тата поэтесса ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Сарпин сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсене юрларӗҫ. Урокра усӑ курма юрахлӑ хӑтлавсемпе (презентацисемпе), методика разработкисемпе паллаштарчӗҫ. Раиса Сарпи хӑй те аякри ҫула пӑхмасӑрах килни уява илем кӳчӗ.
