Эрӗнпур облаҫӗн спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗн Евгений Сусоевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен спортсменӗсем 6 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 5 бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви пӗлтерет.
Ирӗклӗ кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче Эрӗнпур хулинче иртнӗ, унта Мари, Тутар, Мордва, Удмурт, Чӑваш республикисенчен, Сарӑту, Чулхула, Пенза, Киров, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен 250 спортсмен хутшӑннӑ. 19-20 тата 16-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем 11 виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш Ен спортсменӗсенчен ылтӑн медале Екатерина Жирнова, Надежда Матвеева, Анна Иванова, Юлия Кириллова, Виктория Александрова тата Елизавета Смирнова тивӗҫнӗ.