Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗр Енӗнче «Сарпике-2007» конкурс иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.04.2007 20:15 | 2427 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче область филармонийӗ саккӑрмӗш хут Чӗмпӗр Енӗн чи пултаруллӑ пикисене кӗтсе илчӗ. Чиперккесен ӑмӑртӑвӗн географийӗ сарӑлни кӑҫал 14 пике сцена ҫине тухсанах курӑнчӗ.

СарпикесемУнчченхи конкурссене хуларисемпе чaнлӑсем ытларах хутшӑнатчӗҫ пулсан кӑҫал ытти районсенчен килме кӑмӑл турӗҫ. Чи малтан сарпикесене УОЧНКА ертӗҫи (вӑлах жюри председателӗ) В.И. Сваев ырӑ сунчӗ.

– Пирӗн тӑрӑхра чи малтан пуҫарнӑ конкурс Раҫҫейри регонсенче пурӑнакан чӑвашсене хавхалантарчӗ. Чӗмпӗрсен сасси Мускавра та янӑрать. Ӑнӑҫусем сире, - терӗ Владимир Ильич.

Ульяновск область кӗпeрнаттӑрӗн пулӑшаканӗ Т.В.Сергеева сарпикесене ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗ.

– Наци автономисенчен чӑвашсен пӗрлӗхӗ хастар ӗҫленине палӑртнипе пӗрлех эпир иртнӗ ҫул Анна Буркина Раҫҫейри конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннипе мухтанатпӑр. Унӑн сӑнӗллӗ календарь администрацири пур кабинетсенче те ҫакӑнса тӑрать. Паянхи конкурса хутшӑнакансене пурне те ҫӗнтерме сунатӑп. Телейлe ҫул сире, - пехиллерӗ Татьяна Владимировна.

Ачасен “Ҫӑлкуҫ” ушкӑнӗ (облаҫри тӑлӑх ачасен ҫурчӗ, ертӳҫи С.Н.Чернова) чӑваш ташшипе уява пуҫланӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш тапхӑрта хӗрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухрӗҫ.

 

Утнӑ чух шыв пек юхатӑн,

Акӑшах эс, сарпике...

Ҫак сӑвӑ йӗркисене А.Ырьят темиҫе ҫул каялла Чӗмпӗр пикисене халалласа ҫырнӑччӗ. Жюри вӗсен уттине, тыткаларӑшне хак панӑ хыҫҫӑн паллашу тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Чи малтан шӑпа Ульяновск районӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Женя Михайловӑна тухрӗ. Каласа хӑвармалла, ку районтан пӗрремӗш хут тӑватӑ пике ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Малтанхи хут “Сарпике” конкурса хутшӑнакансенчен пӗри – Вешкайма районӗнчи Каркиел (Каргино) шкулӗнчи Варвара Ерофеева. Ашшӗ-амӑш чӗлхипе калаҫма йывӑртарах ӑна, ҫапах та Варя чӑвашла юрлама юратать. Сасси ҫепӗҫ те янӑравлӑ, чи пахи — тӑван чӗлхене пӗлесшӗн ҫунни.

Cинкeл хӗрӗсем Анна Кирюшкинӑпа Ирина Пузырникова юрӑ-ташӑра, спортра маттур, шкулти пур уявсене хутшaнаҫҫӗ.

– Эпӗ хамӑр шкул президенчӗ, пур ҫӗрте те малта, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма тӑрӑшатӑп. Чӑваш халӑхӗн пур ырӑ енӗсене, йaли-йӗркине, культурине упраса хӑварассине тимлетӗп, – терӗ Уличе пики Ирина Пузырникова.

Педуниверситет студентки, чӑваш ҫамрӑкӗсен “Ҫӑлкуҫ” ушкӑн ертӳҫи Мария Садилова хӑюлӑхӗпе асра юлчӗ. Чи ҫамрӑк конкурсантка Кристина Волкова ташлама ӑста, ӳкерме юратать. Кӑҫал педколледжа вӗренме кӗме ӗмӗтленет. Культура училищинче вӗренекен Катя Лашманова — шӑпчӑк сасӑллӑ юрӑҫ. Тин ҫеҫ Шупашкарта иртнӗ “Кӗмӗл сасӑ” фестивале хутшӑннӑ.

Сцена ҫине Чaнлӑ районӗнчен килнӗ хӳхӗм пикесем тухсан зал хӗрӳллӗн алӑ ҫупрӗ. Вӗсем конкурсӑн пилӗк тапхӑрӗнче те пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Икӗ Лена — Чечуковӑпа Серебрякова ташӑ ӑсталӑхӗпе, тыткаларӑшӗпе, Лена Пондякова йaрӑс пӗвӗпе, Лариса Карасева пӑрчӑкан пек уттипе тыткaнларӗҫ.

Чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе уявӗсене пӗлессипе сарпикесен хуравӗсем жюрие тивӗҫтереймерӗҫ. Уйрӑмах тӑван чӗлхене кружок, факультатив мелӗпе вӗренекенсемшӗн йывӑрлӑхсем пулчӗҫ. Малашне вӗрентӳҫӗсен пикесене тӗплӗнрех хатӗрлесчӗ.

Пилӗк тапхӑрта та кашниех мӗнпе-тӗр палӑрма пултарчӗ. Паллах, жюрие чи хӳхӗммине, пултаруллине палӑртма ҫӑмӑл мар. “Сарпике — 2007” конкурс ҫӗнтерӳҫи — Елена Серебрякова (Чaнлӑ районӗ, Ҫӗнӗ Улхаш). Чӑваш усламҫисен “Эртел” ушкӑнӗ ҫӗнтерӳҫӗ валли ятарлӑ парне хатӗрленӗ. Виҫӗ пинлӗх сертификата Ленӑна Хула Думин председателӗн ҫумӗ П.К.Столяров пачӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Елена Чечукова (ылтӑн хӑлха ҫакки, Ирcел шкулӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — Ирина Пузырникова (ылтӑн сулӑ (браслет), 10-мӗш класра вӗренекен).

– Тантӑшӑмсене ҫӑмӑл мар конкурсра хутшӑнса ҫӗнтернӗшӗн саламлатӑп. Пӗрремӗш вырӑна пурте тухаймаҫҫӗ, чи пахи – паян ентешсене савӑнтарни, - терӗ “Раҫҫей чӑваш пики - 2006” ҫӗнтерӳҫи Анна Буркина сарпикене кӑшӑл тӑхӑнтартнӑ май.

В.И.Сваев сарпикесене ӑшшӑн саламларӗ. Вунпӗр номинацире (“Ӑсталӑх”, “Йӑл кулӑ”, “Ачашлӑх”, “Хaюлӑх”, “Пултарулӑх” тата ыт. те) палӑрнисене — Елена Пондяковӑна , Лариса Карасевӑна (Чaнлӑ районӗ, Ватӑ Тимӗрҫен), Кристина Волковӑна (Ульяновскри 55-мӗш вӑтам шкул), Мария Садиловӑна (педуниверситет), Анна Кирюшкинӑна (Cинкeл районӑ, Ялавaр), Катя Лашмановӑна (культура училищи) тата Ульяновск районӗнчи Олеся Вилкинӑна (Бирючевка), Елена Стефейкинӑна (Унтaр лицейӗ), Женя Михайловӑна (Аслӑ Ключище), Алиса Петровӑна (Ишевке) жюри членӗсем дипломсемпе хаклӑ парнесем, кӗлчечексем парнелерӗҫ.

Сарпикесемпе пӗрле ҫамрӑк юрaҫсем те куракансене савӑнтарчӗҫ. Настьaпа Катя Шумиловӑсем, Дима Ахмеров, Силиса Мустаева, Марина Карамзина, Соня Хасанова юрӑ саламӗ илсе ҫитерчӗҫ.

Конкурса ирттерме хальхинче те ыр кӑмӑллӑ эртелҫӗсем укҫа-тенкӗпе пулӑшрӗҫ. Уйрӑмах Ульяновск Хула Думин председателӗн ҫумне П.К.Столярова тата “Эртел” хастарӗсене — Н.Г.Абрамова, А.А.Данилова, В.В.Крлыкова, Н.И.Тямина, В.А. Федорова, А.П.Альмяшкина, А.Н. Юманова тата Н. Еграшкина ӳнерҫӗ (вӑл сценӑна илемлетнӗ) тав сaмахӗ каламалла.

Альбина СТЕПАНОВА, «Канаш» хаҫат

#Сарпике, #мероприятисем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #конкурссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем