Куславкка хулинчи пӗр кафере бармен пулса ӗҫлекен хӗрарӑма телефонпа шӑнкӑравласах 6 пин тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫав преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Кафене палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Сӗтел саккас панӑ, хаклӑ йышши коньяк кирлине пӗлтернӗ. Хайхи коньякне ятарлӑ лавккасене кӑна сутаҫҫӗ иккен. Кӑштахран арҫын тата шӑнкӑравланӑ, коньяка хӑех туяннине, ҫавна май укҫана тавӑрса парса спирт шӗвекне кайса илмеллине каланӑ. Бармен «прокуратура ӗҫченӗ» мӗн чухлӗ ыйтнине йӑлтах куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн эрех лавккине ҫул тытнӑ, анчах унта ӑна никам та кӗтмен.
Асӑнса хӑвармалла, йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ен ҫынни марри кӑна паллӑ.