Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литературӑллӑ асамат кӗперӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2012 10:50 | 1634 хут пӑхнӑ

Республика шайӗнче иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» ятпа иртекен конкурса хутшӑнса Шелттем шкулӗнчи 1-5 классенче вӗренекенсемпе «Кӗнекесем — пирӗн ҫывӑх туссем» ятпа литературӑллӑ асамат кӗперӗ иртрӗ.

Ял вулавӑшӗн ертӳҫи Иванова Т.В. малтанах конкурс йӗрки-шывӗпе анлӑрах паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вулавӑша ҫӳрекен кӗнеке тусӗсем хӑйсене килӗшнӗ кӗнекесемпе хавхаланса паллаштарчӗҫ. Крючкова Оля Юхма Мишши ҫырнӑ «Кашнине эп юрататӑп» кӗнеки хӑйне мӗншӗн килӗшни ҫинчен тата сӑввисене питӗ килӗштерни ҫинчен юратса каласа пачӗ. Пӗр сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ тата кӗнеке ҫинчен ӑсталанӑ ӳкерчӗкпе паллаштарчӗ. Иванов Дима тата Филиппов Артем Борис Борленӑн «Зоопаркра» кӗнекине питӗ килӗштернӗ. Кашни ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Юратнӑ сӑввисене пӑхмасӑр вуларӗҫ. Иккӗмӗш класра вӗренекен Семенова Ольга, Табакова Вика, Васильева Вероника «Урама чӗнет хӗвел» кӗнеке ҫинчен питӗ юратса каласа пачӗҫ. Сӑввисене пӗрин хыҫҫӑн теприне хавхаланса вуларӗҫ. Ку кӗнекене Людмила Симонова чӑннипех те ача-пӑча валли ятарласа кӑларнӑ. Пиллӗкӗмӗш класра вӗренекен кӗнеке тусӗсем те конкурса тӑратнӑ кӗнекесене кӑммӑлларӗҫ.

Акӑ, Ильина Диана Николай Теветкелӗн «Пушӑ гильза» кӗнекине хумханса вуласа тухни ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекере автор 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ачасен нушаллӑ, тертлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ачасем темле йывӑр пулсан та, ӗмӗте ҫухатман, тӳснӗ, аслисемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӗп сӑнар кӗнекере — Али. Ашшӗ хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хыпар килсен, вӑл ӗненмест. Кашни кун ашшӗ килессе кӗтсе, ирхине тӑватӑ сехете станцине ашшӗ поездпа килессе кӗтме ҫӳрет. Вӑл — ашшӗне кӗтсе илетех.

Иванова Алена, Моисеева Татьяна вара хӑйсем килӗштернӗ Галина Белгалисӑн «Сила Тава» тата Лидия Сарине ҫырнӑ «Наян мулкач» кӗнекесемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах кӗнеке уявне пуҫтарӑннисене пиллӗкӗмӗш класара вӗренекенсем Лидия Саринен «Наян мулкач» кӗнеки тӑрӑх «Симӗс ҫутӑ малалла» пьесине кӑтартса пани кӑмӑла кайрӗ. Ҫамрӑк артистсене хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Уявра Сергеев Данил, Филиппов Николай, Федотов Василий хӑйсем ҫырнӑ пӗчӗк сӑввисенемпе паллаштарчӗҫ.

Уяв малалла пынӑ май кӗнеке тусӗсем «Тимлӗх» викторинӑра тата «Литературӑллӑ лото» вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Чи тимлисем, хастаррисем парнесене тивӗҫрӗҫ. Вӗҫӗнче вулавӑш ертӳҫи ачасене кӗнекене юратма, унпа туслӑ пулма чӗнсе каларӗ. «Кӗнекепе яланах туслӑ пулӑр. Кӗнеке ыррине, лайӑххине кӑна вӗрентет, канаш, пулӑшу парать. Пӗр кун та кӗнекесӗр ан пурӑнӑр. Кӗнекесем — пирӗн чи ҫывӑх туссем», — терӗ вӑл уява вӗҫлесе. Чи пахи вара ҫакӑ пулчӗ — уявра паллаштарнӑ кӗнекесем пӗри те сӗтел ҫинче выртса юлмарӗҫ. Кӗнеке тусӗсем вӗсене васкасах киле вуласа паллашма илсе кайрӗҫ. Апла кӗнеке уявӗ пурне те килӗшрӗ.

#вулавӑшсем, #Канаш районӗ, #Шелттем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем