Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнине, пӑтӑрмах «Республика тӳремӗ» чарӑнура, 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри комитечӗн специалисчӗсем халӗ пӑтӑрмаха тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне, хӗр пульницӑна лекмеллех аманнине тӗрӗслӗҫ.
Аса илтерер, Софья Савнеш автор ӗнентернӗ тӑрӑх, салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. 23-ри хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ,урине хускатайман. Пӗтӗм вӑйран туртӑнса вӑл картлашкаран уйрӑлнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бордюра ҫапӑннӑ. Ӑна пӗр арҫын тӑма пулӑшнӑ. Инкек вырӑнне пикен ашшӗ-амӑшӗ ҫитсе васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун сипленнӗ.