Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Татах та нумай ӗҫлес килет, мӗн пултарнине тӑвас килет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 29.02.2012 10:33 | 1360 хут пӑхнӑ

«Вырӑнӗсем пирӗн чӑнах та пуян: пурӑн, ӗҫле, мӑнаҫлан: ҫӗрӗ-шывӗ тулӑх», — тет Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхри Макарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л. Егорова. Анчах та ял хуҫалӑхра ӗҫлес ҫынсем сахалансах пыраҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ: ҫӗр ӗҫӗ чӑнах та нушаллӑ, хулари пурӑнӑҫпа танлаштараймӑн. Кам яла юлни вара чӑнах та тӑрӑшать, тапаланать. Тӗслӗхрен, Петропавловск ялӗнчи Толстовсен ҫемьи. Пилӗк ҫул каяллах Михаил Яковлевич, ҫемье пуҫлӑхӗ, Мускава ҫӳресе укҫа туса 30 пуҫ сысна туяннӑччӗ, тӑванӗсемпе канашланса килти хуҫалӑх йӗркелес шухӑш тытнӑччӗ. «Анчах та тырӑ хакӗ хӑпарса кайнине пула ҫак пуҫарӑва пӑрахма, выльӑхсене сутма тиврӗ», — куллянать хресчен. Анчах та пуҫа усса ларма юрамасть, ҫӗнӗ меслетсем тупас пулать. Патшалӑх ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене пулӑшнине пӗлсе Толстовсем выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхне тепӗр хут йӗркелеме шутланӑ. 2010 ҫулта 150 пин тенкӗлӗх пулӑшу илсе 13 пуҫ ӑратлӑ ӗне туяннӑ, 40 гектар ҫӗр кивҫенле илнӗ. Ку ҫӗр ҫинче тырӑ тата утӑ акса илесшӗн. Сӗтне тата аш-какайне вырнаҫтармалли меслетсем те тупнӑ ӳркенмен ҫынсем. Михаил Яковлевичӑн мӑшӑрӗ Надежда Владимировна каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра туса илнӗ сӗт-ҫӑва тата аш-какая Ҫӗмӗрлӗ хулинчех вырнаҫтараҫӗ. «Туянакансене пӗрре те хурлантарман, ырӑ сӑмах кӑна илтетпӗр», — тет хӑй. — «Татах та нумай ӗҫлес килет, мӗн пултарнине тӑвас килет».

Ҫитес пилӗкҫуллӑхра тепӗр пилӗк-ултӑ пуҫ ӗне туянма ӗмӗтленеҫӗ Толстовсем, паллах ӗнтӗ, патшалӑх программипе килӗшӳллӗн: ҫӗр ӗҫӗнче пулӑшусӑр мӑнаҫланса ҫирӗпленме май ҫуккине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Надежда Владимировнӑпа Михаил Яковлевичӑн икӗ пулӑшакан маттур ача ҫитӗнет: Алешӑ тата Аня.

Ҫакӑн пек ҫынсем ҫине шанса пурӑнать те, ӗҫлет те ӗнтӗ мӑнтарӑн чӑваш ялӗ.

#ял хуҫалӑхӗ, #Макарин ял тӑрӑхӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Петропавловск

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем