Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Чӑваш Ен урлӑ иртекен ҫул валли ҫӗр халех уйӑрмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.11.2018 19:09 | 1822 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем урлӑ машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тума палӑртаҫҫӗ. Анчах ку вӑл — республика шайӗнче пурнӑҫлакан проект мар. «Европа – Западный Китай» (чӑв. Европа — Хӗвеланӑҫ Китай) тӗнче шайӗнчи автоҫула тӑвассине ҫӗршыв ертӳҫисем татса панӑ.

Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫав ҫула тума пама май пама услови йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ объект тӑвакан вырӑна лекме пултаракан ҫӗр лаптӑкӗсене, куҫма пурлӑха халех палӑртмалла. Куншӑн яваплисем — маларах асӑннӑ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем тата Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑвай районӗ, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Канаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3899.59.2683
2018.11.14 19:17
Agabazar
«Европа – Западный Китай» тенине вара ма тÿрех чăвашла каламан?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем