Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Игорь Комарова Атӑлҫи федераллӑ тӑрӑхӗн полномичиллӗ представителӗ пулма шаннӑ. Кун пирки «РИА Новости» агентство хыпарлать.
Игорь Комаров М.В. Ломоносов ячӗпе хисепленекен Мускав патшалӑх университетӗнче экономиста вӗреннӗ, 1987-1992 ҫулсенче ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. 2002 ҫулччен банк тытӑмӗнче, ертӳҫӗ должноҫӗсенче вӑй хунӑ, ун хыҫҫӑн «Норильский никель», «Ростех» тата «АвтоВАЗ» предприятисенче карьера тунӑ. 2013-2014 ҫулсенче Игорь Анатольевич Федераллӑ космос агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ, 2014-2015 ҫулсенче Пӗрлештернӗ ракета-космос корпорацийӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫулта «Роскосмос» директорне ларнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Энергия» ракета-космос корпорацийӗн директорсен канашне суйланнӑ. Тепӗр уйӑхран ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхпа вӗренӳ министрӗн ҫумне лартса хунӑ.
Палӑртса хӑвармалла, унччен Атӑлҫи федераллӑ тӑрӑхӗн полномичиллӗ представителӗ Михаил Бабич пулнӑ, ӑна ҫурла уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Беларуҫри посолне лартнӑ.