Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Виталий Станьял хӑйне ырӑ сунакансене тав тӑвать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Галина Никитина 31.08.2018 17:59 | 1608 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Нелли Пальмова сӑн ӳкерчӗкӗ.
Нелли Пальмова сӑн ӳкерчӗкӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллӑ чӑваш журналисчӗ тата литературовечӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи, Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял республикӑн васкавлӑ пульницине лекнӗччӗ. Инсульт тӳссе ирттернӗскер халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи реабилитаци центрӗнче сипленет.

Ӗҫтешӗсем, юлташӗсем тата ентешӗсем шурсухал патне пырсах ҫӳреҫҫӗ, унӑн сывлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Виталий Петровича ҫывӑх пӗлекен Нелли Пальмова.

Реабилитаци центрӗнчи хисеплӗ ватӑ патне Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин тӑтӑшах кӗрсе тухаҫҫӗ. Виталий Станьяла унӑн ӗнерхи студенчӗсем те — чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем тата ӗҫтешӗ-журналистсем — хисеп тӑваҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Виталий Петрович патне «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Вера Эверкки пырса кайнӑ. Нелли Пальмова пӗлтернӗ тӑрӑх, Эверкки пыни кӑмӑллӑ кӑна мар, усӑллӑ та пулнӑ. Вера журналист пулнине пӑхмасӑрах парикмахер ӑсталӑхне вӗреннӗ. Станьял вара — Верӑн унчченхи клиенчӗ. Пульницӑра Эверкки Виталий Станьялӑн ҫӳҫне каснӑ. «Виталий Петровичран ӑшӑлӑх тапса тӑрать те унӑн ҫӳҫне каснӑ чух алӑ вӑр-вар та ҫипӑҫуллӑ ӗҫлет», — палӑртнӑ хачӑпа калем ӑсти. Станьял ҫӗнӗ прическӑна килӗштернӗ.

Эверккипе Виталий Станьял шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентессине, ҫакӑ наци кӑларӑмӗсене, ҫав шутра «Хыпар» хаҫата, епле витӗм кӳрессине те сӳтсе явнӑ.

Таврапӗлӳҫӗ Верӑна тата хӑйне ырӑ сунса пырса ҫӳрекенсене, сывлӑхӗпе кӑсӑкланакансене чунтан тав тӑвать.

#пульницӑсем, #сывлӑх, #ваттисем, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/3720.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем