Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӑслӑлӑх сессийӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 10.02.2012 08:45 | 1218 хут пӑхнӑ
В.В.Никифорова доклад тӑвать
В.В.Никифорова доклад тӑвать

Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлахӗсен институтӗнче Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтемлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртрӗ. Ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май чи малтан институт ертӳҫи Ю.Н. Исаев сӑмах илчӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑӑ сессире институтӑн ӑслӑлӑх сотрудникӗсем кӑсӑк докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни доклад теми паянхи кун актуаллӑ проблемӑпа ҫыхӑннӑ. Чылайӑшне этнологипе антропологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх сотрудникӗ В.П. Иванов «Чувашский этнос в зеркале данных переписи 2010г.» (чӑв. Чӑваш халӑхӗ 2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсен тӗкӗрӗ витӗр) темӑпа тухса калаҫни тавлаштарчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2002 ҫултан тытӑнса 2010 ҫулсем хушшинче пирӗн халӑх ҫуллен 25 пине яхӑн чакса пынӑ-мӗн. Ӗҫ-пуҫ малалла та каплах пырсан ҫак кӑтартусем татах ӳсес хӑрушлӑх пур. Паллах, ҫак лару-тӑру кашни чӑваша шухӑшлаттармалла.

Сессире хутшӑннӑ Испани ҫӗршывӗн тӗпчевҫи Эктор Алос и Фонт та интереслӗ доклад тунине палӑртмалла. Вӑл Испанире те сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем пурри пирки каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех сессире чӑваш литератури епле аталаннине тишкерсе В.В. Никифорова аслӑ сотрудник «Хальхи чӑваш прозин аталанӑвӗ (2006-20010)» темӑпа тухса калаҫрӗ.

«Наука и общество» (чӑв. Ӑслӑлӑх тата халӑх) пайра Н.И. Егоров пухӑннӑ халӑх умӗнче Рона Таш венгр тӗпчевҫи пирки каласа пачӗ, Г.А. Дегтярёвӑн доклачӗнчен турккӑсем чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине епле тӗпчени пирки пӗлчӗҫ.

#ЧПГӐИ, #ӑслӑлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем