Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ.
«Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне.
Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн.
Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке.