Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тата тепӗр шкул автобусӗ аварие ҫакланнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 12.01.2018 10:45 | 2034 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Юлашки икӗ уйӑхра кӑна виҫӗ авари пулчӗ. Хальхинче шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Канаш районӗнче сиксе тухнӑ. Маяк ялӗ тӗлӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, шкул автобусӗ КАМАЗпа ҫапӑннӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче транспортра 4 ача, 1 учитель тата, паллӑ ӗнтӗ, 1 водитель пулнӑ. Шкул ачисен сывлӑхне тӗрӗслеме Канашри территорисен хушшинчи центра илсе ҫитернӗ, Канашри психиатри пульницин тухтӑрӗсене ҫав вӗрекенсене психологи пулӑшӑвӗ пама илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасенчен пӗри те аманман. Ку лару-тӑрӑва Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.

Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине уншӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ. Ун чухне шкул автобусӗнче пулнӑ 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ. Унта шкул автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Микроавтобусра 11 ҫын пулнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — ачасем. Паян вара юлашки икӗ уйӑхри тӑваттӑмӗш пӑтӑрмах пулнӑ.

#Канаш районӗ, #шкулсем, #ҫул-йӗр, #пӑтӑрмахсем, #ачасем, #транспорт, #Маяк, #автобуссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем