Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашра ҫуралнӑ виҫӗ ача амӑшӗ илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.08.2018 22:57 | 1821 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть Питӗрте «Мисс и миссис великая Русь-2018» (чӑв. Руҫӗн илемлӗ хӗрӗ тата хӗрарӑмӗ-2018) илемпе пултарулӑх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Мурманскра пурӑнакан 40 ҫулти Светлана Кулага (Васильева) «Королева Великой Руси-2018» (чӑв. Аслӑ Руҫӗн королеви-2018) ята тивӗҫнӗ.

Светлана уйӑхра чухнех тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Малтан вӗсен ҫемйи (ашшӗ — ҫыр ҫынни) Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнче пурӑннӑ, кайран — Мурманскра.

Светлана — виҫӗ ача амӑшӗ. 10-ри тата 11-ти ывӑлӗсем хоккей секцине ҫӳреҫҫӗ. Анна хӗрӗ Питӗрте драма актерне вӗренет. Офицер мӑшӑрӗ суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен пӗр организацире ертӳҫӗре тӑрӑшать. Илем конкурсне вӑл ҫичӗ ҫул каялла пуҫласа хутшӑнса пӑхнӑ.

«Ҫемье маншӑн чи пӗлтерӗшли», — терӗ ҫак йӗркесен авторне телейлӗ амӑшӗ тата мӑшӑр.

#конкурссем, #Красноармейски, #Мурманск, #Ӗрӗнпур, #культура, #Питӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1996.22.5130
2018.08.22 05:12
Agabazar
"Мисс" тата "Миссис" тенисенчен хăраса ÿксе вĕсене "куçарма" кирлĕ мар

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем