Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тракра Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 01.02.2012 11:13 | 1661 хут пӑхнӑ
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район вулавӑшӗн вулав пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Янкасҫӑсем кун йӗркинчи ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ:

1. Н.Я. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 2012 ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетесси.

2. Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсене палӑртасси.

3. «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» юрӑ-кӗвӗ фестивальне ирттересси.

4. «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ литература страници кӑлармашкӑн авторсене суйласа илесси.

Пӗрремӗш ыйтупа пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли ҫыравҫӑ тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗлтӗр тунӑ ӗҫсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртрӗ. 2012 ҫулта янкасҫӑсен юбилейӗсем те пулаҫҫӗ: Георгий Тусли хӑй 65 ҫул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем — 70 ҫул, Николай Филимонов — композитор-музыкант ҫуралнӑранпа вара 75 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ кунсене чыслӑ ирттерсе ямалла.

Иккӗмӗш ыйтупа пӗрлӗх правленийӗн пайташӗсем ҫапла йышӑну турӗҫ: Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсен ятне Упи вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, алӑ ӑсти, илемлӗ сӑнӳкерӳ маҫтӑрӗ И.П. Матвеев тата районти халӑх ушкӑнӗн драма коллективӗ (ӑна К.И. Васильева режиссер ертсе пырать) тивӗҫрӗҫ.

Виҫҫӗмӗш ыйтупа пурте пӗрле канашланӑ хыҫҫӑн янкасҫӑсем ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Кӑҫал «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» юрӑ-кӗвӗ фестивальне ирттерме пуҫлани 15 ҫул ҫитет. Юлашки ҫулсенче вӑл район картӗнчен тухса республика шайне хӑпарчӗ. Унта Шетмӗпе Ҫавал тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ 9 районпа хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнма пултарнӑ. Апла пулсан ҫак уяв-фестивале кӑҫал та чыслӑ та тивӗҫлӗ ирттерес терӗҫ. Уяв гала-концертне пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Унччен кашни районта вырӑнти уяв-фестиваль концерчӗсем иртмелле. Сӑмах май, фестивалӗн Интернет-тетел уҫлӑхӗнче хӑйӗн порталӗ те пулмалла терӗҫ. Вӑл ыйтупа ӗҫлемешкӗн Нестер Янкас пӗрлӗхӗн правлени пайташне В.М. Михайлова шанчӗҫ. Янкасҫӑсем асӑннӑ фестивалӗн оргкомитет йышне ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ.

Тӑваттӑмӗш ыйтупа пӗрлӗх членӗсем «Тӑван Атӑл» литература журналӗн ятарлӑ страницине пичете вырнаҫтарма ҫак авторсен хайлавӗсене сӗнес терӗҫ: Николай Карай, Леонид Антонов, Константин Шачкин, Георгий Тусли, Шетмӗ Михали тата Николай Янкер.

#Красноармейски, #фестивальсем, #Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем, #Упи, #Красноармейски районӗ, #вулавӑш

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем