Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енре — ҫӗнӗ пуҫлӑх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 30.01.2012 19:37 | 1462 хут пӑхнӑ
А.В.Шестаков
А.В.Шестаков

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район администрацийӗн ҫурчӗн лару залӗнче район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ 12-мӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма А. В. Шестакова ҫирӗплетнӗ.

Лару ӗҫне район администрацийӗн управленийӗсемпе пайӗсен начальникӗсем, ял тӑрӑхӗсен, предприятисен, учрежденисемпе организацисен пуҫлӑхӗсем, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн начальникӗ А. Добрышкин, Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Е. Казакова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ , "Чӑваш бройлерӗ” уҫӑ акционер обществин директорӗ В.Николаев хутшӑннӑ. Лару кун йӗркине лартнӑ 8 ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Малтанхи 4 ыйтӑвӗ район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ӗҫлекен комисси председателӗ В. Григорьев конкурс кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетмелли конкурсра Валерий Юрьевич Ивановпа Андрей Владимирович Шестаков мала тухнӑ. Лару бюллетеньсене ҫак икӗ кандидатурӑна кӗртсе вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ. Сасӑлав кӑтартӑвӗсемпе В. Иванов 8, А. Шестаков 10 сасӑ пухнӑ. Ҫапла вара район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсен ытларах сассине пухса Раҫҫей Перекет банкӗн 4437-мӗш Ҫӗрпӳ уйрӑмӗн 4437/040-мӗш номерлӗ хушма офисӗн заведующийӗ Андрей Владимирович Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Район пуҫлӑхне — район депутачӗсен Пухӑвӗн председательне В. Григорьева район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе А. Шестаковпа контракт ҫырса ҫирӗплетме сӗннӗ. Ку контракта пиллӗкмӗш созыври депутатсен Пухӑвӗн полномочийӗсем вӗҫленичченхи тапхӑр валли алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Андрей Владимирович конкурс комиссийӗпе район депутачӗсен Пухӑвне хӑйне пысӑк та яваплӑ ӗҫ шанса панӑшӑн тав тунӑ, район пуласлӑхӗшӗн вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫлеме шантарнӑ.

Лару Раҫҫей Президенчӗн кӑҫалхи пушӑн 4-мӗшӗнчи суйлавне ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен 411–434-мӗш суйлав участокӗсен комиссийӗсене кӗртмешкӗн кандидатурӑсем ҫирӗплетнӗ, пурлӑха районӑн муниципаллӑ харпӑрлӑхӗнчен ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхне куҫарассипе, районӑн муниципаллӑ пурлӑхне 2012 ҫулта приватизацилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухса йышӑнусем тунӑ. Район депутачӗсен Пухӑвӗн 2012 ҫулхи ӗҫ планне ҫирӗплетнӗ.

#Красноармейски районӗ, #ларусем, #политика, #суйлав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем