«Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ.
Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ.