Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Сакӑр шкула ҫӗнӗ автобуссем панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 15.06.2018 10:00 | 1730 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать.

Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ.

#вӗрентӳ, #транспорт, #хысна, #автобуссем, #шкулсем, #Улатӑр районӗ, #Чуварлей, #Канаш районӗ, #Янкӑлч, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Октябрьски, #Шупашкар районӗ, #Атайкасси, #Елчӗк районӗ, #Шӑмалак

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем