Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мала тухнисене парнесемпе чысларӑмӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.01.2012 17:25 | 2539 хут пӑхнӑ
Парнесене тивӗҫнисем. Олег Цыпленков сӑнӗ
Парнесене тивӗҫнисем. Олег Цыпленков сӑнӗ

Паян Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче тӗтче тетелӗпе усӑ курса иртнӗ виҫӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ҫав шутра «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӗ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиада пулчӗҫ.

Кашни ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем парнеллӗ пулчӗҫ: илемлӗ хайлавсем ҫыракансене «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекепе картинсем лекрӗҫ, тупмалли юмахсем шӗкӗлчеме ӑста ачасене — кӗнекесем, Ҫӗрпӳ тӑрӑхне лайӑх пӗлекенсене — тӗрлӗ теттесем. Чылайӑшне Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫулхи календаре парнелерӗ. Хисеп хучӗсемсӗр те, паллах, никам та юлмарӗ.

Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Asамат» ушкӑн савӑнтарчӗ. Уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пычӗ.

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем умӗнче темиҫе кӗнеке авторӗ Ангелина Павловская тухса калаҫрӗ — вӑл хӑйӗн пирки кӗскен каласа пачӗ, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене ӑнӑҫусем сунчӗ, ҫырас кӑмӑла малалла та атлантарма сӗнчӗ.

Сӑнсем: 1 пай (141, О. Цыпленков ӳкернисем), 2 пай (24, Н. Плотников ӳкернисем), 3 пай (27, З. Михайлова ӳкернисем).

#Асамат, #тупмалли юмахсем, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #литература, #Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #ӑмӑртусем

 

Комментари:

2012.01.13 21:59
Аçтахар Плотников
Кам хисеп хучĕ илмен — ăна илес тесен вĕрентӳ институтне çитмелле те Надежда Григорьевнăран ыйтмалла. Юлнисене пурне те ăна патăм. //Элĕксем вара нихăште килмен :(
Любовь Шашкина // 2796.41.5031
2012.01.21 23:02
Юрать!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем