Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехет те 53 минутра Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм икӗ ҫурта тӗп тунӑ, вӗсенчен кӗл купи ҫеҫ юлнӑ.
Икӗ ҫемье, Лубашкинсемпе Березкинсем, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анна Березкина ялти шкулта ачасене биологипе хими предмечӗсене вӗрентет, Валентина Лубашкина – кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ.
Пушар тухнӑ чухне Березкинсем ҫывӑрнӑ. Чи малтан хунямӑшӗ вӑраннӑ, ҫулӑм пиче патне пынӑран вӗри туйнӑ. Пӳртре 6 ҫын ҫывӑрнӑ. Вӗсем документсене тата ноутбука илме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ.
Березкинсем Лубашкинсем патне шакканӑ. Лешсем йӑлара уса курмалли хӑш-пӗр техникӑна тата документсене ҫеҫ илнӗ, часрах ҫунакан пӳртрен чупса тухнӑ. Икӗ кил хуҫалӑхӗнче те выльӑх-чӗрлӗх ҫунса вилнӗ.
Ҫемьесен халӗ нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӗсене япаласем кирлӗ: арҫынпа хӗрарӑм тумӗсем, эмелсем, ҫӑвӑнмалли хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ. Укҫан пулӑшсан та лайӑх.