РФ Президенчӗ суйлав умӗн амнисти хатӗрлекенччӗ. «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Соколов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче те амнисти пулать. Кун пирки «Газета.ру» хыпарлать.
Ҫавна май «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру ҫырнӑ. Унта ҫынна вилмеллех таптанӑ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци тӳлемен водительсене амнистирен хӑтарма ыйтнӑ.
Пӗрлӗх хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи амнисти вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинчи инкекшӗн тӗрмене лекнӗ водительсем компенсаци тӳлес мар тесе ҫакӑнпа усӑ курнӑ. Вӗсем приставсемпе полицейскисенчен тарса ҫӳреҫҫӗ.
Пӗрлӗх пайташӗсен шухӑшӗпе, амнистипе ирӗке тунӑскерсем хаклӑ ваккат тытаҫҫӗ, суд итлевне 5–7 ҫуллӑха тӑсаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта ҫул-йӗр ҫинче шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсен тӗрӗслӗх шырамашкӑн вӑй та, чӑтӑмлӑх та юлмасть-мӗн.