Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ.
А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.04 12:56 | |
Аставатап: Александр Галкин - хитре юра - "Кавак чечексем" юра саввви авторе. Вал ыра камалла сын пулна. |