Пушар эксперчӗсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ. Хальхи йышши куҫса ҫӳрекен лаборатри вут-ҫулӑм хыпса илес тӗлӗшӗнчен хӑрушӑ ҫуртсемпе магазинсене тата ытти объекта тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ку машина МЧС автопаркне уйӑх каялла ҫитнӗ пулин те, ӗҫре ӑна халӗ тин анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. Вӑл экспертиза тумалли хатӗрсемпе пуян. Специалистсем вырӑнтах пушар сигнализацине, вентилици каналӗсене, шыв пӑрӑхӗсене, лифт шахтисене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫурт-йӗре пушартан сыхланмалли ятарлӑ сий пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Лаборатори эксперчӗсем шкулсемпе ача сачӗсенче тата суту-илӳ центрӗсенче тӑтӑшах ҫавӑн пек тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен лаборатори кунти харпӑрлӑхра нихӑҫан та пулман, пушар сӳнтерме тухса каякан ӗҫтешӗсен хатӗрӗсемпе усӑ курма тивнӗ. Халӗ специалистсем ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Машинӑна федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӳрсе килнӗ.