Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр кӑштах тӑхтав туса илӗ.
Паян ҫумӑр ҫукалӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил те вӑйланӗ. Шӑматкун та ҫил лӑпланмӗ, пӗлӗтлӗ пулӗ. Каҫхине ҫил лӑпланӗ, ҫӗрле 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Тунтикунран вара ҫумӑр пуҫланӗ. Атмосфера пусӑме 730 мм таран анӗ, кун пекки ҫӗртме уйӑхӗнче 20 ҫул пулман. Ҫавна май эрне варриччен ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил вӑйланӗ.
Кӗҫнерникун тата эрнекун хӗвел тухма тытӑнӗ. Ҫумӑр утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫума чарӑнӗ, 21-23 градус ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 25-30 градус ӑшӑ утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫнелле пулӗ.