Ҫак кунсенче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар хула тата Мускав район ертӳлӗхӗпе пӗрле хула урамӗсенчи нумай хутлӑ ҫуртсен картишӗсене мӗнле тирпейлесе тӑнипе кӑсӑкланчӗ.
Унӑн ҫулӗ Пирогов урамӗнчи 8-мӗш, 8/1-мӗш, 12 тата 12/1-мӗш, 22-мӗш ҫуртсем патне выртрӗ — кунта таса, тирпейлӗ, хӑтлӑ. Ҫак урамри ҫуртсен хушшинчи ҫулсене, тротуарсене юсама, уйрӑм ҫынсен ҫӑмӑл автомашинисем валли парковкӑсем тума тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн республика бюджетӗнчен 1 млн та 860 пин тенкӗпе туллин усӑ курнӑ: 2442 тӑваткал метр асфальт ҫула юсаса ҫӗнетнӗ, 1700 тӑваткал метр ҫӗнӗрен сарнӑ. Подряд организацийӗ пӗтӗм ӗҫе пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫланӑ. Машинсене тӑратмалли вырӑн йӗркелес ӗҫ те малалла пырать.
Ҫу вӑхӑтӗнче «Мирный-1» тытӑм компани нумай хутлӑ ҫуртсен тӑррисене комиссипе тӗрӗсленӗ, кивелнисене, шыв юхтараканнисене ҫӗннипе улӑштарнӑ, стропилӗсене ҫирӗплетнӗ. Халӗ хваттерсенче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантармасӑр шыв, ӑшӑ пӑрӑхӗсене юсаҫҫӗ. Ҫынсем ӗҫпе те, пахалӑхпа та кӑмӑллӑ.