Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкарта сӗтев паракана та, илекене те айӑпланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 24.11.2017 17:36 | 2278 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «ВАД» тулли мар яваплӑ обществӑран суд 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Сӑлтавӗ те паллӑ: фирма учредителӗ республикӑн экономика аталанӑвӗн министерствин специалистне сӗтев панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.

Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта хайхи фирма учредителӗ асӑннӑ министерствӑн должноҫри ҫыннине тепӗр ҫын урлӑ 100 пин тенкӗ панӑ. Уншӑн тӳре хайхи пӗрлешӗве тимӗр-тӑмӑр туса кӑлармашкӑн, упрамашкӑн тата сутмашкӑн лицензи пама шантарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пасса укҫа тыттарнӑ тулли мар яваплӑ пӗрлешӗвӗн учредителӗ те, сӗтев илекен специалист та айӑплине миравай суд ҫирӗплетнӗ. Фирмӑн халӗ куншӑн 1 миллион тенкӗ кӑларса хума тивӗ.

#саккун, #лицензисем, #тӳре-шара, #министерствӑсем, #укҫа, #сӗтев, #Шупашкар, #судсем, #прокуратура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем