Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ.