Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
 Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра «Чӑваш кӗсли» интернет олимпида ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пырӗ (малтан регистрациленӗҫ, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем ҫине хуравлӗҫ). Ку тупӑшура Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче пурӑнакан икӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: 5-7-мӗш тата 8-10-мӗш классенче вӗренекенсем.
Олимпиада Инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче иртӗ, кашни ӳсӗм ушкӑнӗ валли 10-шар ыйту хатӗрленӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 50 минут параҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем чӳкӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗмлетме шутлаҫҫӗ.
ольга // 3613.39.5374 
  2012.01.05 18:33  | |
конкурс вĕçленчĕ. Пĕтĕмлетÿсем турăр. Сервер пăтăрмахĕ пирки  эпир сертификатсене  уçласа илеймерĕмĕр. Ачан дипломне вара ăçта илмелле?  | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 
  2012.01.05 18:45  | |
кăштах тăхтама тивĕ. Сервер администраторĕ ершмест :( Сервера хута ярсанах пĕтĕмпех пулĕ — сйатсем халь те резервлă вырансенче ĕçлеççĕ  | |
inset // 2067.60.2448 
  2012.01.08 12:02  | |
Енчен те уçласа илме ĕлкĕреймен пулсан инçет вĕренÿ центрне электрон çыру ярăр. Сирĕн ят электрон сертификат илме тивĕçлисен хушшинче пулсан ярса парăпăр.  | |
