Юлашки виҫӗ ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗрес текенсен умне ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Чи малтанах литературӑпа пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) памалла тунине палӑртмалла. Чӑваш литературипе пӗрлӗхлӗ экзамен ҫуккине асра тытсан, абитуриентсен пӗтӗм Раҫҫейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вӑл вырӑс литературипе) памалла пулчӗ. Хайхи чӑваш филологине вӗренме кӗрекенӗн вырӑс чӗлхипе литературине пӗлнин шайне кӑтартма тиврӗ. Ҫак лару-тӑрура Тутарстанӑн Ҫутӗҫ министрествийӗ тутар чӗлхипе тата литературипе республика шайӗнчи ППЭ йӗркелеме ӑс ҫитерчӗ. Вӗсен филологи факультетне вӗренме кӗрекенсем ҫапла майпа тӑван чӗлхипе тата литературӑпах экзамен парса кӗчӗҫ.
Кӑҫал педагогика специальноҫӗсене вӗренме кӗрекенсене «Литература» вырӑнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирӗк пачӗҫ. Ҫак улшӑнӑва пула И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн чӑваш филологийӗн факультетне вӗренме кӗрекенсемшӗн чылай ҫӑмӑлрах пулчӗ (обществознанипе шкултах ППЭ параҫҫӗ-ҫке). Пирӗн И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вара малтанхи пекех «литература» дисциплини юлчӗ. Ялсенчи учительсем (вырӑс литературине вӗрентекенсем) ачасене хатӗрлесе ҫитереймерӗҫ, хӑшӗ-пӗри шикленсе те ӳкрӗ пулас (ара предмета еплерех вӗрнтнине ППЭ шайӗнче тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке). Логика тӗлӗшӗнчен вӗсен кӑмӑлсӑрлӑхне ӑнланма пулать: чӑваш филологине вӗренме кӗрекенсене мӗншӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗн хатӗрлемелле мар-ха?
Ҫак экзамен пӑтӑрмахӗсем пирӗн патӑмӑра вӗренме килекенсен йышне самаях чакарчӗҫ. Кӑҫал эпир хамӑр факультета вӗренме 16 ача кӑна илтӗмӗр (ҫавӑн чухлӗ бюджет вырӑнӗ панӑ пире). Наци чӗлхипе литературине вӗренекенсене регионти ытти университетсенче икӗ хут е ытларах та илнӗ. Ҫакӑ пире хытах пӑшӑрхантарать, хамӑр ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулманни кулянтарать.
Лару-тӑрӑва еплерех лайӑхлатмалла-ши? Кирлӗрех ӗҫсене асӑнатӑп:
1. Май килнӗ таран хӑвӑртрах «Чӑваш чӗлхи» тата «Литература (чӑваш литератури)» предметсене ППЭ парассине республика шайӗпе йӗркелемелле.
2. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗрентекенсен профориентаци ӗҫне ҫак ҫӗнӗлӗхсене шута илсе вӑйлатмалла.
3. Чӑваш чӗлхипе литературине шкулсенче вӗрнтекенсен ачасене хӑйсен предмечӗсемпе ППЭ пама паянтан пуҫласах хатӗрлеме пуҫламалла.
Ҫак виҫӗ енлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама тӗрлӗ шайри тата вырӑнти тытӑмсемпе вӗрентӳ ушкӑнӗсем пурте ҫине тӑрсах пуҫӑнсассӑн ҫеҫ эпир умри йывӑрлӑхсене ушкӑнпа ҫӗнтерме пултарӑпӑр, ун чухне тӑван факультетӑмӑрӑн шӑпи пирки те кулянман пулӑттӑмӑр.
В.Г. Родионов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑх тава тивӗҫлӗ деятелӗ.