Хӗл ҫывхарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара Атӑл хӗррине хӗрсе кайсах хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ӑна муниципалитетри ятарлӑ программӑпа хута яраҫҫӗ.
Ӗҫсене Винокуров урамӗнчен пуҫласа Женя Крутова урамӗ еннелле пурнӑҫлӗҫ. Кӑҫал 360 метр лаптӑка хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 3 метр сарлакӑш тротуара, виҫӗ лапама, саксемлӗ ҫичӗ вырӑна тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутӑсем, ливневкӑсем вырнаҫтарӗҫ. Строительство компанийӗ ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе 13 747 744,89 тенкелӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗррине ҫитсен кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Унта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни унӑн кӑмӑлне кайман.