Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Удостоверени панӑ депутата этикӑна пӑснӑ тесе ӳпкелеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 18.10.2017 12:31 | 1290 хут пӑхнӑ
Политика
Сергей Семенов депутат
Сергей Семенов депутат

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Экономика политики тата агропромышленноҫ политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ пулнине ӗнентерекен удостоверение тавӑрса панӑ. Ҫапла хӑтланнишӗн парламент ертӳҫисем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне депутат этикине пӑснишӗн ӳпкеленӗ теҫҫӗ.

Сергей Семенова тӳлевсӗр ҫак должноҫе маларах лартнӑ.

Чӑваш парламентӗнчи укҫаллӑ вырӑнсене епле валеҫнине сӑнаса тӑракансем Семенов депутата должноҫ пани маларах асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ вырӑн парас килменнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Аса илтерер, ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Унтан парти парламентри вырӑншӑн судлашрӗ те, анчах тавлашуллӑ ку ыйту паян та татӑлса пӗтмен-ха.

#парламент, #политика, #депутатсем, #пӑтӑрмахсем, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем