«Чӑвашупрдор» предприятин йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли тарасисем ҫул-йӗр тӑрӑх епле машинӑсем хутланине тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑҫал предприяти тарасапа 5 пине яхӑн автомобиле виҫнӗ. Палӑртнинчен йывӑртараххисене палӑртса 77 акт ҫырнӑ.
Тиев турттармалли йӗркене пӑснӑ фактпа тӗрӗслев органӗсем машина хуҫине — компание — штрафлайраҫҫӗ. Чылай чухне улталама тӑрӑшмаҫҫӗ — тиев виҫине епле пур, ҫавӑн пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
«Чӑвашупрдорта» пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх пошлинине тӳлесе ирӗк илекенсем ытларах.
Маларах эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче «Автоураган», «Азимут», «ТРАФИК-СКАНЕР-СМ» ятлӑ ҫӗнӗ комплекссене (ҫул-йӗр правилине пӑснисене ӳкереҫҫӗ) ӗҫлеттерсе янине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене Канашра (Ленин проспекчӗ тата Чкалов урамӗ, Ҫӗнтерӗве 30 ҫул тата Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте), Шупашкарта (Ленин проспекчӗ тата Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлте), ҫавӑн пекех Хыркасси ялӗ патӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 ҫул ҫинче вырнаҫтарнӑ.