Паян Шупашкарта ӑшӑ пама тытӑннӑ, кун пирки тӗп хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑпа централизациленӗ майпа тивӗҫтерекен тытӑмран кун вӗҫленнӗ тӗле 63 ача пахчине, 38 шкула, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждение ӑшӑ панӑ. Эрне вӗҫӗччен хулари мӗн пур вӗренӳ учрежденийӗнчех ӑшӑ пулӗ — ачасем текех урокра перчеткепе лармӗҫ.
«Чи малтан медицина, ачасен шкулчченхи учрежденийӗсене, вӗренӳ организацийӗсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗпӗр, унтан нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсене, чи юлашкинчен вара общество ҫурчӗсене ӑшӑ парӑпӑр», – ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ йышӑнура.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр учреждение те ырлӑх ҫитнӗ. Унти 22 садикре, 1 шкулта тата 1 спорт учрежденийӗнче пӑрӑхсем алла шӑнтмаҫҫӗ.