Шупашкар хулинче ҫӗнӗ микрорайон пулмалла. Нумаях пулмасть хулара ку ыйтупа халӑх итлевӗ те иртнӗччӗ. Шупашкар хула варринчи 53,6 гектар ҫӗре межевани ирттерсе унта пурӑнмалли 24 ҫурт, 2 ача пахчи тата шкул тума палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ микрорайон, тӗпрен илсен, Пирогов урамӗпе, Чебоксарка юханшывпа, Николай Никольский проспекчӗпе, 30-мӗш автоҫулпа чикӗленмелле. Унта сад юлташлӑхӗ кӗрет, «Рассвет», «Электрик», «Дружба» сад юлташлӑхӗсем те кӑштах лекмелле.
Пурӑнмалли ҫуртсене сахал хутлӑ тума палӑртаҫҫӗ. Вӗсенче 9,2 пин ытларах ҫын пурӑнӗ. Ача пахчисене 205 тата 250 вырӑнлӑх хӑпартасшӑн, шкула 1040 ача вырнаҫайӗ. Автомашинӑсене лартмалли вырӑн та пӑхса хӑварасшӑн. Калаҫу шайӗнчи проект хӑҫан пурнӑҫа кӗрессине хальлӗхе татса калама йывӑр.