Киров ял тӑрӑхӗ Йӗпреҫ районӗн вӑрманлӑ тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Пӑкӑян, Спотара, Тарӑнвар, Юпал ялӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче вӑрман касакансем никӗсленипе пуҫланса кайнӑ. Пысӑках мар пулин те вӗсем — пурнӑс унта та вӗресе тӑрать.
Кунти халӑх хуҫалӑхӗсенче ҫӗрулми, тырӑ, ытти тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр вара Семёнов Александр Иванович ӳстернӗ сӗлӗ пирки пулӗ — нумай пулмасть вӗсем выльӑхшӑн тутлӑ апата вырса кӗртнӗ. Тухӑҫлӑ — хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗнчен тонна ытла пуҫтарма пултарнӑ.
Тасатасса вара хуҫалӑх ӗлӗкхи мелпе усӑ курнӑ — алапа.