Раҫҫей патшалӑх геральдика регистрӗн пайташӗсем Шупашкар гербӗ ҫинчен хӑмлана, цифрӑсемпе хула ятне ҫырнине илсе пеме сӗннӗ. Вӗсем имӗш, геральдика йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, унпа килӗшӳллӗн герб ҫинче цифрӑсем тата ҫырнисем пулмалла мар. Ҫырсан та хӑю ҫинче пӗр-пӗр девиз кӑна пулма пултарать иккен.
Ҫак кунсенче Шупашкарта хула гербӗ пирки калаҫма ӗҫлӗ ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Унӑн тӗллевӗ — хула 550 ҫул тултарнӑ тӗле Шупашкар гербне геральдика регистрне кӗртесси. Ҫакна тума вара пирӗн тӗп хуламӑрӑн гербӗ ҫинчи йӑнӑшсем ура хураҫҫӗ имӗш. Калаҫакансенчен йышӗнче Герта Белова пулнӑ. Вӑл хӑмла вырӑнне хулкан (выр. щит) тытса тӑракансене вырнаҫтарма сӗннӗ, гербӑн тӗсӗсене те ылмаштарсан аван пулни пирки каланӑ. Ҫӗнӗ герб мӗнлерех пулма пултарассине те илсе кӑтартнӑ вӑл. Шел те, унта чӑвашлӑх сӗмӗ юлманнипе пӗрех. Ҫӳлте виҫӗ кӗтеслӗ ҫӑлтӑрсем пур, анчах вӗсем йӑлт урӑхла, Чӑваш Енӗн гербӗнчи пек мар. Кӑвакалсене кӑвак тӗспе сӑрласа те сарӑ хулкан ҫине вырнаҫтарма сӗннӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май хускатнӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, хальхи Шупашкар гербне Элли Юрьев ӳнерҫӗ хатӗрленӗ.