Екатеринбургри сӑра вӗретекенсене чӑваш хӑмлине туянма май килмен. Кун пирки «Деловой квартал» портал хыпарлани тӑрӑх «Правда ПФО» интернет-хаҫат паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен, «Чувашхмельпром» акционерсен уҫӑ обществине ҫыру ярсан хуравламан, туянас кӑмӑл пур тесе пӗлтерсен та шӑп пулнӑ.
Екатеринбургри Павел Анциферовпа Иван Морозов чӑваш хӑмлине туянайманран сӑра вӗретме ҫак симӗс ылтӑна ют ҫӗршывран кӳрсе килеҫҫӗ. Малтан нимӗҫсенне, кайран Америкӑран туянса пурӑннӑ. «Раҫҫейре те пур, ӑна Чӑваш Енре, ӳстереҫҫӗ. Ӑна туянассишӗн мӗн тумаллине пӗлместпӗр. «Чӑвашхӑмлапромран» е пире хуравламаҫҫӗ, е хака кӑтартман тата саккас тума май килмен сайта ӑсатаҫҫӗ», — тенӗ Екатеринбургри сӑра вӗретекен Павел Анциферовпа Иван Морозов.