Финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Совет Союзӗн Геройне, Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ Сергей Бутякова Питӗрти йӑхташӑмӑрсем манмаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗсем унӑн вил тӑпри ҫине чечек кӑшӑлӗ хунӑ. Хӑю ҫине ҫапла ҫырнӑ: «СЛАВНОМУ СЫНУ ЧУВАШСКОГО НАРОДА ОТ ЧУВАШСКОЙ НАЦИОНАЛЬНО-КУЛЬТУРНОЙ АВТОНОМИИ САНКТ-ПЕТЕРБУРГА».
Митинга Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи пайташӗ Владимир Живов уҫнӑ. Сергей Буятковпа пӗр ялта ҫуралнӑ тата унпа тӑванлӑ Святослав Ларионов сӑмах каланӑ.
Аса илтерер, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.