Шупашкар хулин мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Политканашӑн ҫитес вӑхӑтра иртекен ларӑвӗнче ӑна партирен кӑларасси пирки ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет.
Регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов каланӑ тӑрӑх, партин уставӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынна партирен кӑларма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла йышӑнаҫҫӗ е кӑлараҫҫӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин сайтӗнчи анкетӑна тишкерес тӗк Ирина Клементьевӑн питӗ нумай награда: «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ», ЧР Элтеперӗн Тав хучӗ, «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль, «Ветерансен юхӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден, Патшалӑх Канашӗн грамотисем тата ыттисем.